Шупашкар районӗнче тухса тӑракан «Тӑван Ен» хаҫат иртнӗ тӑватӑ уйӑхра асӑннӑ тӑрӑхра ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене епле ят панине унти граждан тӑрӑмӗн акчӗсене ҫыракан пай пӗлтерни тӑрӑх тишкернӗ. Хӗр пӗрчисене Светлана тата Елена ят паракан пӗр ҫын та тупӑнман. Сайра тӗл пулакан ятсене тӑватӑ ҫемьере суйланӑ. Ҫапла вара иккӗн Радмила ятлӑ пулса тӑнӑ, пӗрер хӗрача — Эвелина тата Светозара.
Сайра тӗл пулакан ятсем татах пур: Эмили, Эмилия, Есения, Демьян, Аделина, Юлиана, Марк, Божена, Дамир, Назар, Габриэлла, Эрик, Динара. Арҫын ачасем хушшинче Давид анлӑ сарӑлнӑ. Ун пеккине тӑватӑ уйӑхра тӑватӑ хутчен суйланӑ. Светланӑпа Еленӑсӑр пуҫне Татьяна ят та килӗшмест ашшӗ-амӑшне. Ун пеккине тӑватӑ уйӑхра пурӗ те пӗр хутчен ҫеҫ суйланӑ.
Чӑвашла ятсене суйлакансем те темшӗн ҫук.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсемпе лартнӑ спектакльсене уйӑхӗпех лартнине пӗлтерет. Ытти ҫул та унта чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ-мӗн-ха. Кӑҫал, ав, эрнепе ҫырлахман.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен артистсем тӗрлӗ ҫӗре спектакльсемпе ҫитнӗ, унта чӑваш авторӗсен пьесисемпе лартнӑ ӗҫсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗк куракансене вӗсем Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине», Г. Азямӑн «Атя, тилӗ, яра пар!» тата «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ» пьеси тӑрӑх лартнӑ юмахсене кӑтартнӑ.
Артистсем Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле хулисенче, Мари Элти Волжскра,Тутарстанри Ешӗлварта, район центрӗсенчен Муркашра, Хӗрлӗ Чутайӗнче, Кӳкеҫре, ялсенчен Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра, Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче тата Ҫӗньялта пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи дачӑри ҫуртсем ҫырманалла ишӗлеҫҫӗ. Шупашкар район администрацийӗн хыпарӗ савӑнтармасть — ҫӗр малаллах йӑтӑнать.
Муниципалитетра шар курнӑ ҫынсен тӑкакне саплаштарма укҫа ҫук-мӗн. Специалистсем ку ыйтупа ЧР Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерствине ҫитме сӗнеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне «Заря» дачӑра 3 ҫурт шар курнӑ. Ав Ольга Гаврилова ҫемйипе ку лаптӑкпа 30 ытла ҫул усӑ курать. Халӗ сезон ҫывхарать, анчах дача ҫукпа пӗрех унӑн.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче халӑхпа пуху ирттерме палӑртнӑ. Мӗнле йышӑну тӑвӗҫ вӗсем — хальлӗхе калама хӗн.
«Манӑн чӗлхе — манӑн тӗнче, манӑн чун». Ҫак ятпа Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче чӑваш чӗлхи историйӗ ҫинчен каласа кӑтартакан урок ирттернӗ.
Чӑваш чӗлхи, культури тата литератури эрнинче вулавӑшра ытти мероприяти те йӗркеленӗ-ха вулавӑшсем.
В.Е. Маринова шкул ачисемпе ирттернӗ тӗлпулура тӑван тӑрӑх историйӗ, чӑваш чӗлхи тата литератури ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасене вулавӑш ӗҫченӗ авалхи йӑла-йӗркепе те паллаштарнӑ, халӑх юррисем, шутламаллисем пирки каласа кӑтартнӑ.
Вулавӑшри урокра Иван Яковлевӑн «Михала» калавне те вуланӑ. Кайран Виктория Евграфовна ачасемпе «Сторона моя Чебоксарская» ятпа викторина ирттернӗ.
АКА | 28 |
Ӗҫ укҫине официаллӑ майпа тӳлеменни начаррине пӗлтернине юлашки вӑхӑтра Шупашкарти троллейбуссенче те илтме тивет. Социаллӑ ҫав рекламӑра пенсисӗр юлассипе хӑратаҫҫӗ-ха. Тепӗр тесен, пенсисӗр пачах пӗрех тӑратса хӑвармаҫҫӗ-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулассине тӗшмӗртме йывӑр мар ӗнтӗ.
Ӗҫ укҫине «конвертра» тӳлекенсене прокуратура та тӗрӗслесе тӑрать тесе пӗлтерет Зелфинас Карама прокурор. Шупашкар районӗнчи ҫак надзор органӗ, акӑ, «ТрубопроводГазСтрой» обществӑра ӗҫ саккунне пӑснине палӑртнӑ. Унта пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑрӑшнӑ виҫӗ ҫынпа хут ҫырса аппаланман: илни пирки приказ та кӑларман, ӗҫ килӗшӗвӗ те туман.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ предприяти пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ӗнер К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин, Шупашкар районӗнчи Шинер Тӑрӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Наталия Сергеевӑн черетлӗ ӗҫне хакларӗҫ. Ҫук, сцена ҫинче вӑл хайне епле тытнине мар. М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищин чӑваш уйрӑмне 1993 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ пултарулӑх ҫыннин, каярах Мускавра режиссер ӑсталӑхне илнӗскерӗн спектакль лартас пултарулӑхне. Хаклаканӗсем — куракансем. Режиссурӑра ҫирӗп те хӑюллӑ утӑмсем тума пуҫланӑскер хальхипе улттӑмӗш спектакле куракан патне ҫитерчӗ.
Аса илтеретпӗр, Александр Вампиловӑн «Прошлым летом в Чулимске» пьеси тӑрӑх лартакан спектакле психологилле драма евӗр курнӑ режиссер. «Паянхи саманара эпир кашниех хамӑр пирки ытларах шухӑшлатпӑр, хамӑр пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, ҫавна май ыттисен чун ыратӑвне асӑрхамастпӑр», — ӑнлантарнӑччӗ маларах вӑл премьера пирки. Спектакле ҫывӑх вӑхӑтра тепӗр хутчен ҫу уйӑхӗн 10 тата 18-мӗшӗсенче курма чӗнеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ транспорт министрӗпе Максим Соколовпа тӗл пулнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ тата Лапсар поселокӗсен, Шупашкар тавра иртсе каякан М-7 ҫул проектне хатӗрленӗ. Ҫулӑн ҫӗнӗ варианчӗ Шупашкар районӗнчи ялсем тавра иртӗ.
Максим Соколов ведомство Чӑваш Енри ҫӗнӗ объект строительствине «Транспорт тытӑмӗн аталанӑвӗ» патшалӑх программине кӗртме хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Ведомство Шупашкарти аэропорта инвестици программине (самолетсем вӗҫмелли лаптӑка искуственнӑй майпа витесси) кӗртес ыйтӑва та сӳтсе явма хатӗр.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнакансем валли тренировка ирттермешкӗн суйланӑ, ҫавӑнпа «Атӑл» М-7 ҫула та лайӑхлатмалла.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал диктанта Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх ҫыртарнӑ. Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта диктант ҫырнӑ. Акцие шкул ачисем, журналистсем, вӗрентекенсем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чиновниксем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта диктанта 335 ҫын ҫырнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 355 ҫын. Районсем те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Патӑрьел районӗнче 592 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, Комсомольски районӗнче 426-ӑн алла ручка тытнӑ, Шупашкар районӗнче 695 ҫын диктант ҫырнӑ.
Акцие ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акцие 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗлтӗр — 4 305, 2014 ҫулта — 3 700, 2013 ҫулта — 2 300 ҫын диктант ҫырнӑ.
Аса илтерер: акцие «Хыпар» хаҫат, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци радиовӗ йӗркелет.
Хальлӗхе. Вӑхӑтлӑха. Кайран ӑна ваттисен ҫуртне куҫарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Хыркассинче пурӑнакан ҫулӗпе ватах та мар хӗрарӑм иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ шутланать. Сахар диабечӗпе чирлекенскер нумаях пулмасть инсульт тӳссе ирттернӗ. Унсӑр пуҫне унӑн хӑрах урине татнӑ. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен уйрӑмӗн участокри социаллӑ служби нумаях пулмасть ҫав хӗрарӑмпа тӗл пулнӑ. Ҫийӗнчех ӑна район пульницинчи тухтӑрсем патне илсе кайнӑ та медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ.
Пулӑшу кирлӗ хӗрарӑма малтанласа социаллӑ ӗҫчен пӑхса тӑрӗ. Инвалида пурӑнма килӗнче хӑтлӑ условисем ҫуккине кура ҫывӑх вӑхӑтра ӑна стационарлӑ учреждение, тепӗр майлӑ каласан ваттисен ҫуртне, вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ.
Тепӗр пуҫлӑхсем хӑйсем патӗнче тӑрӑшнисем ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн шалӑва вӑхӑтра тӳлесе татма васкамаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисен йышне «Лесцентр» суту-илӳ ҫурчӗ те лекнӗ теме пулать — вӑл та хӑй патӗнче вӑй хунисем ӗҫрен пӑрахнӑ хыҫҫӑн хайхисемпе татӑлма васкаман.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ суту-илӳ ҫурчӗн директорӗн ҫумне ӗҫ законодательствине пӑснишӗн административлӑ майпа айӑпланӑ.
«Лесцентрта» станочникра тимленӗ, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫрен пӑрахнӑ ҫынна шалу тӳлесе татассине нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑснӑ. Парӑмӗ пысӑках пулман-ха: 6381 тенкӗ. Ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр ҫынна та асӑннӑ суту-илӳ ҫурчӗ шалу пама васкаман.
Йӗркене пӑснӑшӑн директор ҫумне прокурор йышӑнӑвӗпе 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |